Репортаж "Вести. Чувашия" на чувашском языке о Соборной службе на полигоне близ п. Первомайский в день Собора святых Чувашской митрополии

Христос тĕнĕпе пурăнакансемшĕн республикăри сăваплă вырăнсенчен пĕри

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш митрополийĕнчи Христосшăн асапланса вилнĕ çĕнĕ святойсене асăнмалли кун, Улатăр округĕнчи Первомайски поселокĕнче çĕнĕ святойсене пытарнă вырăнта литурги иртрӗ. 

Вырăс православи чиркĕвĕн совет саманинчи кун-çулне илес пулсан, вăл Раççейре Турра ĕненекенсене хĕсĕрлес тĕлĕшпе нихăçанхинчен хăрушă пулнă. Чиркÿ ĕçченĕсене е персе вĕлернĕ, е лагерьсене, е ссылкăна янă. Улатăр районĕчи Первомайски поселокĕнче 1930 çултан пуçласа 1950 çулччен колони пулнă.

Çак вырăнтан Мускав-Хусан чукун çул тата Улатăрпа Хусана çыхăнтаракан çул иртсе кайнă. Çырмаллă-вăрманлă тăрăх колони вырăнне вӑрттӑнлăхра тытса тăма май панă. Репрессисем вăхăтĕнче çак колонире пин ҫын ытла, çав шутра 100 яхăн священник, 150 ытла чиркÿ ĕçченĕ асапланса вилнĕ. Вĕсенчен тăваттăшне - Игнатий Лебедева, Михаил Самсонова, Дмитрий Воскресенские, Тамара Сатсине - асап тÿссе вилнĕ çĕнĕ святойсен йышне кĕртнĕ.

2009 çулта святойсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă çĕре Пуç таймалли хĕрес вырнаçтарнă, 2012 çултанпа вара кашни çулах кунта уçă вырăнта Литурги ирттереççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакансемшĕн ку республикăри сăваплă вырăнсенчен пĕри шутланать. 

Литургие Шупашкарпа Чăваш митрополичĕ Савватий ертсе пычĕ, унпа пĕрле митрополи архиерейĕсем Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан, Улатăрпа Патăрьел епископĕ Феодосий, мăнастирсен пуçлăхĕсем, епархисен округ благочиннăйĕсем, священниксем кĕлтурĕç. Уçă вырăнта мăнастирсенчи манахсем, тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ паломниксем нумайăн пулчĕç. 

Синкерлĕ çулсенче чиркÿре ĕçлекенсем Турăран тунсан çеç хăйсен пурнăçне çăлса хăварма пултарнă. Чылай священник, чи малтанхи ĕненекенсен паттăрлăхне малалла тăсса, каялла чакман. Çакна пирĕн манма юрамасть. 

Колони-лагерь пулнă вырăна, вăрманти уçланкăна илсе каякан çул тап-такăр. Унта килсе çÿрекенсен йышĕ чакмасть. Хăшĕсем вара хăйсен çакăнта асапланса вилнĕ тăванĕсене асăнса уйрăм çĕрте вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Шупашкар тата Чăваш митрополийĕ асап тÿснĕ святойсен ячĕсене халăх асĕнче хăварас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина